Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пурте - Сывлăх кунне

Апрелĕн 22-мĕшĕнче черетлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун пирĕн район çыннисен тата хăнасен хăйсен сывлăхне çирĕплетме, канăва усăллă ирттерме май пур. Сывлăхпа спорт кунĕнче районти вĕренÿ учрежденийĕн спорт залĕсем, спорт комплексĕ тÿлевсĕрех ĕçлеççĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, районта Сывлăхпа спорт кунĕ мĕнпур вĕренÿ учрежденийĕнче ирхи зарядкăран пуçланать. Çакă ачасене пĕлÿ илме тата вĕрентекенсене тăрăшса ĕçлеме хавхаланупа вăй-хал кÿрет. Сăмахран, Карачурари тĕп шкулта çак кун физкультурăпа спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Шкул ачисем çеç мар, ял тăрăхĕнчи спорт çемйисем хушшинче те сĕтел çи теннисĕ, арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче волейбол ăмăртăвĕ иртĕ.

Элĕкри «Хĕлхем» спорт комплексĕнче Улăх Шĕмшеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, ОМОН сотрудникĕ пулнă, службăра хăйĕн тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Борис Казакова асăнса арçынсем хушшинче йăлана кĕнĕ футзал вăййисен уçă турнирĕ иртĕ.

Çавăн пекех спорт вăййисене районти ытти вĕренÿ учрежденийĕсенче те ирттерме палăртнă. Пурне те сывлăх кунне йыхравлатпăр.

Арина ВОНИФАТЬЕВА.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2017
09:58
Поделиться