Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул ачисен юхăмĕ вăй илет

«Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» пĕрлешÿ йĕркеленнĕренпе çулталăк çитрĕ. Ăна халалласа апрелĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта конференци иртрĕ. Унта Элĕк вăтам шкулĕнчи «Раççейри шкул ачисене юхăмĕ» ача-пăча пĕрлешĕвĕнче тăракан 12 çамрăк хутшăнчĕ.

Чи малтанах Михаил Игнатьев Раççейри шкул ачисен юхăмĕсен кураторĕсене пухса калаçу ирттерчĕ. Вăл çакăн йышши пĕрлешÿсем йĕркелени шкул ачисен культурăпа ăс-хакăл пуянлăхĕпе тавракурăмне анлăлатма, вĕсене малалла аталанма пулăшнине палăртрĕ. Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ лидерсемпе тĕл пулчĕ. Кунта Яна Семкина та хутшăнчĕ.

Савăнăçлă мероприятире чи маттуррисене те палăртрĕç. Элĕкри «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» пĕрлешĕвĕн кураторĕ Любовь Андреева чи лайăх куратор ята тивĕçрĕ пулсан, Яна Семкинăпа Сергей Матвеев чи лайăх лидерсен йышне лекме пултарчĕç. Пултаруллисене Тав хучĕпе чысларĕç. Çавăн пекех Элĕк шкулĕ ача-пăча пĕрлешĕвĕн чи лайăх шкулĕсен йышне кĕнине çирĕплетсе чысларĕç.

Çакна та асăнса хăвармалла, Чăваш Ен «Раççейри шкул ачисене юхăмĕ» пĕрлешĕве аталантарассипе Раççейре чи лайăх регионсен йышне кĕрет. Шкул ачисем тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнаççĕ. Конференцире экологи, пултарулăх, гражданлăх, информаципе медиа тата ташă мастерскойĕсем ĕçлерĕç. Кунта пĕр-пĕрин пуян опычĕпе паллашма май пулчĕ.

Мария СОКОЛОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2017
17:12
Поделиться