Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Этнопедагогăн текстне суйланă

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре кăмăл пуррисем пурте - ватти те, вĕтти те - хăй чăвашла çырма пултарнине тĕрĕслĕ.

Кăçалхи диктанта Чăваш чĕлхин кунне тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Çыру ĕçĕн тексчĕ валли юрăхлă текста суйласа илнĕ. Комитет членĕсенчен ытларахăшĕ Геннадий Волков этнопедагогăн хайлавĕнчен илнĕ сыпăкшăн сасăланă.

Кăçал диктант çырма уйăрнă аудиторисенчен пĕринче текста Наци радиовĕнче ĕçлекен çамрăк журналист Мария Самделова вулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2017
17:10
Поделиться