Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Киномеханикра тăрăшнă

Ишпарайкка ялĕнче пурăнакан Владимир Андреев 16 çул ытла Элĕкри киносетьре киномеханикра тăрăшнă. Вăл халăха мĕн чухлĕ кино кăтарнине хăй те астумасть, мĕншĕн тесен вĕсен шучĕ те çук. Тăрăшулăхшăн ăна Чăваш Республикин культура министерствин Тав хучĕпе те чысланă. 1997-2011 çулсенче вара Владимир Андреев Ишпарайкка ял клубĕнче ĕçленĕ. 2005 çулта культура учрежденийĕн территорине хăтлăх кĕртнĕшĕн «Илемлĕхе хамăр алăпа тăвар» район конкурсĕнче унăн ĕçне пысăк хак панă. Вăл халĕ те алă усса лармасть, çамрăксене ырă сĕнÿ-канаш парса культура аталанăвне тÿпе хывать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2017
17:10
Поделиться