Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музей проектпа палăрнă

Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕ «Раççей тĕлĕнтермĕшĕ - 2017» туристсен видеопрезентацийĕсен IV фестиваль-конкурсне хутшăннă. Çак кунсенче Эксперт Канашĕ Атăлçи федераци округĕнче лайăх ĕçсене палăртнă. Финала 47 проект тухнă, вĕсен йышĕнче Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕ те пур. Вăл «Историпе архитектура, тĕн объекчĕсем тата музейсем» номинацире «Тури чăвашсен культурипе йăли» проекта тăратнă. Пĕтĕмлетÿ апрелĕн 28-29-мĕшĕсенче Ижевск хулинче «Туризм. Спорт. Кану.» VIII Пĕтĕм Раççейри туристсен ятарлă куравĕнче иртет. «Этнический двор верховых чувашей» видеороликпа www.дивороссии.рф; https://www.youtube.com/c/ДивоРоссии сайтсенче паллашма пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2017
16:45
Поделиться