Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Татмăшсем пултаруллă

Татмăш ял клубĕн художество пултарулăх коллективĕ кăçал концерт программине тĕрлĕ жанр кĕртнĕ: юрăсем, ташăсем тата шÿтлĕ номерсем те пур. Çемье ансамблĕсем - Сорокинсем, Кузнецовсем, Ананьевсем - пур куракана та тыткăнлама пултараççĕ. Арçынсен ансамблĕн пултарулăхĕ те пысăк. Çамрăк мăшăрсем Игорьпе Алиса Ефимовсем, Петрпа Татьяна Ефимовсем, Иванпа Евгения Сорокинсем юрăсене ăста шăрантараççĕ. Пысăк ушкăнăн кашни юрăçне те асăнса пĕтереймĕн. Татмăшсем халĕ кашни эрнере пĕр-пĕр яла çитсе хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Çак кунсенче çине тăрсах Элĕкри культура керменĕн сцени çине тухма хатĕрленеççĕ.

Ю.КОРНИЛОВ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2017
15:32
Поделиться