Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ай, юрлар-и юррине?

Иртнĕ канмалли кунсенче Элĕкри культура çуртĕнче республикăри 5-мĕш фестиваль-конкурсăн зонăри тапхăрĕ иртрĕ. Районти чи лайăх пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç. «Чечеклен, илемлен, Чăваш Ен» фестиваль-конкурсра «Ветеран» халăх хорĕ, Чăваш Сурăмĕнчи тата Тавăтри культура çурчĕсен хорĕсем, Мăн Вылăри вокал ансамблĕ, Лилия Ефимова тата Светлана Соколова ертсе пыракан ушкăнсем «Ай, ташлар-и;» конкурсра палăрчĕç. Владислав Герасимов тата Николай Васильев «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши» фестиваль-конкурса хутшăнчĕç. «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» фестивальте Ураскилтри халăх инструменчĕсен ансамблĕ, «Сăрпа Çавал çаврисем» фестиваль-конкурсра «Валинкке» фольклор ансамблĕн арçынсен коллективĕ тата Юлăшри, Кĕçĕн Тăванти, Çирĕккассинчи пултарулăх коллективĕсем тата «Валинкке» фольклор ушкăнĕ пултарулăхне кăтартрĕç. Чи маттуррисем Шупашкарта иртекен конкурсăн пĕтĕмлетĕвне хутшăнĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2017
15:33
Поделиться