Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕмĕрлерен - çĕнтерÿпе

17 марта 2017 г.

Шашка-шахмат вăййисем Мăн Ямаш шкулĕнче вĕренекенсемшĕн чун киленĕçĕ пулса тăраççĕ. Хăйсен ăсталăхне вĕсем «Тĕлĕнмелле шашка» кружокра çивĕчлетсе тĕрлĕ шайри ăмăртусенчен çитĕнÿ- семпе таврăнаççĕ.

Мартăн 14-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче шахматла вылякансен зонăри ăмăртăвĕ иртрĕ. Кунта 5 команда хутшăнчĕ. Çивĕч тупăшура Элĕк районĕн чысне Мăн Ямаш шкулĕн вĕренекенĕсем - Дима Иванов (7-мĕш класс), Лилиана Баранова, Виталийпе Андрей Трофимовсем – хÿтĕлерĕç. Унччен вĕсем районта иртнĕ спартакиадăра 2003 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнче илчĕç. Ку ăмăртура вĕсем пĕр шкула та выляса яман. Çĕмĕрлере та ăнăçу вĕсемпе пĕрлех пулчĕ.

Çĕнтерÿ çăмăлах килменнине аванах ăнланаççĕ вĕренекенсем. Çакна шута илсе кружока ертсе пыракан Петр Викторович Мироновăн сăмахĕсене яланах асра тытаççĕ. Пултаруллă педагогăн хастар вĕренекенĕсем çитес вăхăтра Шупашкарта иртекен ăмăртăва хутшăнма хатĕрленеççĕ. Хальхинче вĕсен кашни зонăран килекен çĕнтерÿçĕ командăсемпе вăй виçме тивет. Унта та Мăнямашсем малтисен ретĕнче пуласса шанатпăр. Ăнăçу сунатпăр вĕсене.

Людмила АНДРЕЕВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика