Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет

2017 çулхимартăн 22-24-мĕшĕсенче Элĕк районĕнче Командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет. Ăна районти мĕн пур вăйсене тата хатĕрсене усă курса гражданла оборона тĕлĕшĕнчен, чрезвычайлă лару-тăру çинчен асăрхаттарас тата ăна сирес, пушар тата шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе тĕп мероприятисене йĕркелемелли Планпа килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Вăл «Чрезвычайлă лару-тăру пуçланас хăрушлăх пур е кун пек лару-тăру пуçланнă пулсан Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăру çинчен асăрхаттаракан тата ăна пĕтерекен Пĕрлехи патшалăх тытăмĕн Территорилле звеносен объекчĕсен тата Элĕк районĕнчи вăйсемпе тата хатĕрсемпе усă курса управлени органĕсемпе пĕрле ĕçе йĕркелесси. Районти гражданла сыхлăха паянхи хатĕрсене усă курса мирлĕ пурнăçран вăрçă тапхăрне куçарасси» темăпа пулать.

Л.НИКИТИНА,

районти Чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен комиссин председателĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2017
13:31
Поделиться