Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кузнецовсен - ылтăн туй

Çемье телейĕ мĕнрен килет-ши? Хуравĕ паллă: пĕр-пĕрне ăнланнинчен, пĕрне-пĕри хисепленинчен, хĕрхенме, каçарма тата юратма пĕлнинчен. Çапла шутлаççĕ Куракăшри Кузнецовсем те, мĕншĕн тесен вĕсем иртнĕ кунсенче ылтăн туй уявларĕç.

Геннадий Павловичпа Людмила Егоровна 1967 çулта мартăн 15-мĕшĕнче пĕр çемье тĕвĕленĕ. Телейлĕ мăшăр ывăлпа хĕре кун çути парнеленĕ.

Г.Кузнецов чылай çул хуçалăхра тракторист пулса ĕçленĕ. Унăн мăшăрĕ шкул пĕтерсенех ялти хуçалăхра стройкăра тăрăшнă. Кузнецовсем пĕрлешни çур ĕмĕр иртрĕ пулин те, халĕ те пĕр-пĕрне яш чухнехи пек хаклаççĕ. Çав хушăрах иртсе кайнă йывăр вăхăтсене те аса илеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2017
13:29
Поделиться