Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем иртсен те ячĕ манăçмасть

14 марта 2017 г.

Кирек мĕнле вăрçă та çынна хурлăхпа нуша кÿрет. Чечен вăрçинче паттăррăн çапăçса пуçне хунă Атмалкасси каччине Изосим Башкирова асра тытса çулсеренех бокс турнирне ирттереççĕ. Кăçал ăна виççĕмĕш хут йĕркелерĕç. Изосим Башкирова асăнса ирттернĕ спорт мероприятине салтак тивĕçне Çурçĕр Кавказра пĕрле пурнăçланă юлташĕсем те килнĕ.

Спорт ăмăртăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, «Ветерансен лиги» организаци президенчĕ, СОБР ветеранĕ, отставкăри полковник пирĕн ентеш Юрий Григорьев, ОМОН командирĕ Александр Степанов, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, турнира йĕркелекен, отставкăри майор Олег Данилов, Изосим Башкировпа пĕрле çапăçнă тусĕсем уçрĕç. Çавăн пекех турнира ача чухнехи юлташĕсем те килнĕ. «Пирĕн ентеш Изосим Башкиров хăюлăхпа тата паттăрлăхпа палăрнă. Çитĕнсе пыракан ăрушăн вăл - ырă тĕслĕх. Спорт ăмăртăвне килнĕ çамрăк спортсменсене Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданĕсем пулма, умри йывăрлăхсене çăмăллăнах çĕнтерсе пыма ырлăх-сывлăх сунатăп», - терĕ Александр Куликов. Юрий Григорьев хăйĕн сăмахĕнче Изосим Башкиров çĕршыв умĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Паттăрлăх орденне тивĕçнине каларĕ, унăн юлашки çапăçăвне аса илчĕ. Хăнасем çамрăк боксерсене ăмăртура ăнăçу сунчĕç. Ентеше асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Бокс турнирĕнче Шупашкар, Красноармейски, Çĕрпÿ районĕсенчи, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Ульяновск, Козьмодемьянск, Йошкар-Ола хулисенчи 14 виçе категорийĕнче 40 çамрăк боксер хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне хÿтĕлекенсем те йышлă пулчĕç. «Хĕлхем» спорт шкулĕн бокс секцине çÿрекен çамрăк спортсменсем çивĕч те хĕрÿ ăмăртура хăйсен виçе категорийĕсенче мала тухассишĕн вăй-хала шеллемерĕç. Эдвард Васильев, Александр Семенов, Михаил Кисилев, Даниил Оферкин, Дмитрий Каратаев, Эдуард Маслов, Максим Михайлов, Кирилл Юртаев, Даниэль Семенов хăйсен виçе категорийĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Мала тухнисене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе тата кубоксемпе, спорт ăмăртăвне йĕркелеме пулăшнисене те Тав хучĕпе чысларĕç.

Хисеплĕ ентешĕмĕр Изосим Башкиров пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнăранпа кăçалхи мартăн 6-мĕшĕнче 21 çул çитрĕ. Апла пулин те унăн ячĕ халăх асĕнче.

В.НИКИФОРОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика