Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Выльăхсен шучĕ ытларах

Килти хушма хуçалăх аталанса пыни те аграри секторне ырă витĕм кÿнине пĕлтерет. Паянхи куна районта 9007 килти хушма хуçалăх шутланать. Вĕсенче пурĕ 6985 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Çакă мĕнпур категориллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăхсен шутĕнчен 3,6 хут пысăкрах. Вăл шутран 4173 пуç ĕне (ял хуçалăх предприятийĕсенчи пĕтĕм ĕне шутĕнчен 7 хут нумайрах), 298 пуç сысна (131 процент), 7416 пуç сурăх пулни паллă. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче килти хушма хуçалăхсенче аш-какай туса илесси 345 тоннăпа танлашнă. Çак тапхăрта пурĕ 2250 тонна сĕт тата 5,92 пин çăмарта туса илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 марта 2017
11:01
Поделиться