Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк райповĕн команди - пĕрремĕш

Чăваш Енре потребкооперацийĕн ĕçченĕсем хушшинче XV спортпа сывлăх спартакиади вăй илсех пырать. Мартăн 10-мĕшĕнче Лапсарти Александр Тихонов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ.

Йĕлтĕр çине чи малтанах çемьесем тухса хăйсен командине 30 балл хушрĕç. Унта хутшăнакансем Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕнчен парнесемпе ылтăн медальсене тивĕçрĕç. Хыççăн VIP-чупу пулчĕ. Унта 14 предприятипе организаци ертÿçисем хутшăнчĕç. Кăçал эстафетăна 21 команда тăчĕ. 2 километрлă дистанцие парăнтарса пьдесталăн çÿллĕ картлашки çине Элĕк райповĕн команди хăпарчĕ. Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе чысларĕ, укçан хавхалантарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 марта 2017
10:59
Поделиться