Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лĕпĕрен сыхланмалла

Лĕпĕ (фасциолез) - выльăх-чĕрлĕхе ерекен чир. Вăл хуçалăхсене пысăк сиен кÿрет. Лĕпĕпе чирлесен выльăх вилме пултарать, унăн кĕлетке йывăрăшĕ тата сăвăмĕ чакать.

Ытларах чухне лĕпĕ чирĕпе сурăх, качака, мăйракаллă шултра выльăх аптăрать. Унпа пĕрлех çак чир çынна та ерме пултарать. Чир выльăхăн пĕверне сиенлет. Вăл касура çÿренĕ чухне, шурлăхлă вырăнсенчен тин çеç çулса килнĕ курăка çитерсен тата пĕвери шыва ĕçсе лĕпĕ хурчĕсене çăтса ярсан пуçланать. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕхе çăлран е колонкăран илнĕ таса шывпа кăна шăвармалла. Çулса килнĕ курăка та тÿрех çитермелле мар, курăка типĕтсе хатĕрленĕ хыççăн 3-6 уйăхран кăна выльăха утă çитерме юрать. Лĕпĕпе чирленĕ вăхăтра кашни мăйракаллă шултра выльăх 24 кг пуçласа 41 кг çити ÿт чакарать. Çулталăкра сăвăм та ĕнен 223 литр чакать, пахалăхĕ пĕчĕкленет. Чирлĕ выльăхсен вар хырăмĕ пăсăлать, вăхăтсăр пăран та пăрахма пултарать. Тепĕр чухне ĕне пăруличчен е пăруланă хыççăн ураран ÿкме пултарать. Выльăх лĕпĕ чирĕпе чирлесен унăн çăмĕ йăлтăртатмасть, тăкăнать. Çавăнпа та выльăха тĕрĕслеттерни лĕпĕ чирне вăхăтра тупма пулăшать. Унпа кĕрешме планпа палăртнă тăрăх выльăхсене дегельментизаци туни пулăшать. Профилактикăна çулталăкра икĕ хутчен - çуркунне тата кĕркунне - ирттереççĕ. Пĕрремĕшне касăва çÿренĕ тапхăр пĕтсен, 1,5-2 уйăх иртсен, иккĕмĕшне çуркунне, уя çерем çине тухиччен пĕр уйăх маларах тăваççĕ.

К.ВАСИЛЬЕВ,

районти ветеринари станцийĕн врачĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 марта 2017
13:10
Поделиться