07 марта 2017 г.
Чăваш Республикинчи ĕçпе тивĕçтерекенсен производствăра суранланнă тĕслĕхсен тата професси чирĕсен шутне чакарма май паракан ĕçсене туса ирттерме 34,5 млн. укçа-тенкĕ илме май пур.
Ăна производствăри инкексенчен тата професси чирĕсенчен социаллă страхлавăн страховани тÿлевĕн шутĕнчен илме пултараççĕ. Асăннă укçа-тенке илес тесен Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани Фончĕн Чăваш Республикинчи Регионти уйрăмĕнчен ирĕк илмелле, çакна валли 2017 çулхи августăн 1-мĕшĕччен ыйту тата тивĕçлĕ документсем тăратмалла. Çавăн пекех ыйтăва электрон майпа www.gosuslugi.ru/pgu. патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен Пĕрлехи портал урлă та пама май пур. Асăннă мероприяти çинчен тĕплĕнрех РФ Социаллă страховани Фончĕн Чăваш Республикинчи Регионти уйрăмĕн сайтĕнче http://r21.fss.ru/172176/172220/index.shtml паллашма пулать. Çавăн пекех ку ыйтупа 8(8352) 30-39-03, 30-39-26 телефон номерĕсемпе консультаци илме май пур.
(Хамăр инф.).
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета