Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем фестивале хутшăнчĕç

07 марта 2017 г.

Февраль уйăхĕн вĕçĕнче Элĕкри «Ветеран» халăх хорĕ «Салют» керменĕнче пулчĕ. Унта иртекен фестивале хутшăнассине пирĕн ертÿçĕ - Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Терентьев пĕлтернĕрен икĕ уйăх каяллах хатĕрленме тытăннăччĕ. Çавăнпа та пуян репертуарпа тухрăмăр сцена çине. Надеждăпа Анатолий Павловсен дуэчĕ, Валентина Корнилова, Николай Васильев, Юлия Тарасова, Роза Леонтьева, Галина Иванова, Галина Краснова уйрăмшарăн тухса юрласа куракансене тыткăнлама пултарчĕç.

Хĕрарăмсемпе арçынсен ансамблĕсем те питĕ пултаруллă пулнине, хăна юррисене илемлĕ шăрантарнине палăртрĕç культура керменне пухăннисем. Çавăн пекех «Яблочко» кĕвĕпе Владимир Уледеров матроссен ташшипе куракансене тыткăнланине те асăнмасăр иртеймĕп.

Йĕркелесе пыракансем фестивале пĕтĕмлетнĕ май Элĕксен пултарулăхне пысăк хак пачĕç, диплом парса чысларĕç.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

«Ветеран» халăх хорне çÿрекен.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика