Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕнÿ панăшăн тав тунă

03 марта 2017 г.

Кăçалхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне ямалли Çырăва хатĕрленме халăхран сĕнÿсем кирлине район хаçатĕнче те палăртнăччĕ. Мартынкасси ялĕнче пурăнакан Вениамин Архипов ĕç ветеранĕн «Ял çыннин шухăшне тĕпе хумалла» статйи те хаçатра кун çути курчĕ. Вениамин Архипович хăйĕн сĕнĕвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ патне те ярса панă. Иртнĕ кунсенче ун патне ял хуçалăх министерствинчен хурав килчĕ.

Çырура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Раççей Федерацийĕнче Атăлçи федераци округĕ çĕр улмипе пахча çимĕç туса илес ĕçре пуçарулăх кăтартнине каланă. 2016 çулта, Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр улмине 33,0 пин гектар лартнă, вăл шутра ял хуçалăх организацийĕ сенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче - 9,3 пин гектар. «Иккĕмĕш çăкăра» пĕр гектартан 182,6 центнер пухса пурĕ 593,1 пин тонна туса илнĕ. 2015 çулта çĕр улми пухса кĕртесси пĕчĕк шайра пулнă пулсан, 2016 çулта та улшăнусем пулмарĕç. Çĕр улми лаптăкĕсем пĕчĕкленчĕç. Пахча çимĕç туса илекенсем ытти ял хуçалăх культурисене лартни вырăнлăрах тесе йышăннăран вĕсене туса илекенсем йышланчĕç. Апла пулин те «иккĕмĕш çăкăр» пирĕн республикăра яланах малти вырăнта тăнă. Пĕр пек температура тытакан, çĕр улми упрама вентиляциллĕ хранилищăсем сахал пулни те йывăрлăх кăларса тăратнине палăртнă çырура. Республикăра хальхи йышши хранилищăсем тăвас ĕçе çĕр улми туса илекен пысăк хуçалăхсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тытăннă ĕнтĕ. Вениамин Архипов хăйĕн сĕнĕвĕнче хăмла ĕрчетес ĕçе çĕнĕрен чĕртсе ямаллине те асăннăччĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр республикăра чылай районта хăмла ĕрчетнине ырламалла. 2016 çулта мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 324,3 пин. хăмла туса илнĕ. Çавăн пекех 27,5 гектар хăмла вырăнĕ туса хăварнă.

Министр В.Архипова çивĕч ыйтусене çĕкленĕшĕн тав тунă.

(Хамăр инф.)

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика