Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ хĕле ăсатрĕç

03 марта 2017 г.

Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансен кашни уява, ăмăртăва йышлăн пухăнса, савăнăçлă ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Акă хальхинче те ял-йыш туслăн Хĕле ăсатса яма пухăнчĕ. Кăçалхи мероприяти ялти культура çурчĕ çумĕнчи лапамра иртрĕ. Халăх йышлăн пухăннă Сивĕ хĕле ăсатма. Çанталăкĕ ăшă, вăхăтăн-вăхăтăн хĕвел хăйĕн çутă та ылтăн пайăркисене кăтартса илчĕ. Йĕри-тавра вара тутлă икерчĕ, шашлăк шăрши сарăлчĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура уява клуб заведующийĕ Светлана Матьянова уçрĕ. Кĕçĕнтăвансемпе килнĕ хăнасене уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан «Тăванлăх» фольклор ушкăнĕ илемлĕ юрă номерĕпе халăх умне тухрĕ. Репертуарти çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем курма килнисен чунĕсене тыткăнламасăр пултараймарĕç. Вĕсемпе пĕрле ыттисем те ташласа, юрласа савăнчĕç. Юрий Аввакумов калакан купăс çеммисемпе ташламасăр епле чăтайăн; Ялти Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем Зинаида Петровăпа Людмила Аввакумова килнисене çакăнтах сĕтел тулли икерчĕпе, тутлă та вĕри чейпе хăналарĕç.

Йĕри-тавра ача сасси илтĕнет, илемлĕ юрăсен йĕркисем шăранаççĕ. Шкул ачисем милĕкпе вăй виçеççĕ, михĕсемпе сикеççĕ. Ачасемпе пĕрлех аслисем те вăйă картине тухрĕç. «Çерем пусса вир акрăм...» вăййа чылайăшĕ «Тăванлăх» ушкăн хĕрĕсемпе тухрĕ.

Ялта лаша çук. Çавăнпа та мотоблокпах çăварни юррисем шăрантарса ватти-вĕтти те катаччи ярăнчĕç. Ку ялти Михаил Михайловпа Владимир Сергеев ÿркенмесĕрех капăрлатнă урапаллă «урхамахпа» тухнă.

Уявра савăнакансем юлашкинчен улăмран тунă Çăварни катемпине çунтарса ячĕç. Мероприятие пулăшусăр ирттерме йывăртарах. Яланхи пекех хальхинче те кунта Илленьушкăньри Р.Тарасов, Хирлепри А.Григорьев пысăк пулăшу кÿчĕç.

В. Туванская.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика