Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрачасем чăваш чĕлхине тĕпчеççĕ

03 марта 2017 г.

Çитĕнекен ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ парасси, вĕсен тавракурăмне, ăс-хакăлне ÿстересси вĕрентекенрен нумай килет. Юнтапари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Зоя Леонтьева пултаруллă та хастар ачасене 5-мĕш класранах палăртса хурать. Вĕсене олимпиадăсемпе конкурссене хăнăхтарса пырать.

Февраль уйăхĕнче Юнтапа шкулĕнче ăс пухакан, район тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă Марина Яковлева, Ирина Прокопьева тата Людмила Макарова чăваш чĕлхи тата литература предмечĕсен регионти олимпиадине хутшăнчĕç. «Олимпиадăра пурĕ 10 ыйту панă: 5-шĕ чăваш чĕлхипе, ыттисем - литературăпа. Вĕсем формипе те, содержанийĕпе те расна. Ыйтусене шкул программи тăрăх йĕркеленĕ, вĕсем вĕренекенсен тавракурăмне тата чĕлхе пуянлăхне хаклама май паракан элементсенчен тăраççĕ», - палăртать Зоя Ивановна. Олимпиадăра шкул ачисен теорипе литература тата историпе культура пĕлĕвне, çавăн пекех пĕтĕмĕшле культура шайне, вуланине, историпе литература процесĕн факчĕсене пĕлнине тĕрĕсленĕ.

Жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсен квотипе килĕшÿллĕн пĕтĕмлетÿсем тунă. 11-мĕш классем хушшинче иртнĕ олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Марина Яковлева, 10-мĕш классем хушшинче Ирина Прокопьева призерсен йышне лекнĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, Марина иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те призер пулнă.

Зоя Леонтьева - аслă категориллĕ вĕрентекен. Унăн вĕренекенĕсем çиччĕмĕш çул ĕнтĕ республика шайĕнчи олимпиадăсенче палăраççĕ. 2013 çулта 2 призер, 2014 çулта 1 призер, 2015 çулта 1 çĕнтерÿçĕ пулнă. 2015-2016 вĕренÿ çулĕнче вара Зоя Ивановна 1 çĕнтерÿçĕпе 1 призера хатĕрлеме пултарнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика