Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурссем иртрĕç

03 марта 2017 г.

Февралĕн 28-мĕшĕнче Элĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕн залĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе илемлĕ сăмахăн республика конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Унта шкулсенче вĕренекенсем, районти халăх артисчĕсем, театра юратакансем тата Элĕкри «Çăлкуç», «Хĕвел», Тавăтри «Пучах» ача сачĕсене çÿрекенсем чăвашла илемлĕ сăвăсем каласа тĕлĕнтерчĕç. Жюри членĕсем пурĕ конкурса хутшăнакан 70 ытла çынна итлерĕç. Кашнин материалĕ хăйне май интереслĕ. Кунти чи лайăх номерсем вара район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç.

Çавăн пекех ытларикун регионсем хушшинчи «Чăваш наци тумтирĕ - халăхăн культура пуянлăхĕ» конкурсăн пĕрремĕш турĕ иртрĕ. Унта Чăваш наци конгресĕн представителĕ Нина Андреева хутшăнчĕ. Конкурсра чăваш наци тумтирĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Унта Янкурас ри Нина Озеровăн, Тавăтри Роза Семеновăн, Ассакассинчи Ираида Михайловăпа Людмила Петровăн, Тăвăш Юнтапари Лидия Егоровăн, Кураккассинчи Людмила Андреевăн ĕçĕсемпе чăваш тумтирне тăратнă. Мартăн 24-мĕшĕнче Шупашкар хулинче маларах асăннă конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ пулать.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
сектор информационного обеспечения тел. 8(83535) 22-9-70 отправить письмо по e-mail alikov@cap.ru

Яндекс.Метрика
Система управления контентом
429250, Чувашская Республика, с.Аликово, ул.Октябрьская, д.21
Телефон: 8(83535) 22-3-15
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика