Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Афганецсене чыс та мухтав

Февралĕн 15-мĕшĕ Раççейре - совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çинчен илсе тухнă кун. Унтанпа 28 çул хыçа юлнă. Вăхăт сахал мар иртнĕ пулин те хаяр çапăçу никамăн асĕнчен те тухмасть. Пирĕн районтан хаяр çапăçу витĕр 145 салтак тухнă. Районти тĕп библиотекăра çавна май Афган вăрçине халалланă «Паттăрлăх ĕçĕ патне чĕрÿпе сĕртĕн» хăюлăх урокĕ иртрĕ. Библиотека ĕçченĕсем пухăннисене Афганистан, Чечен вăрçисем пирки каласа пачĕç. Çавăн пекех «Астăвăма чĕре упрать» слайд-презентаци кăтартрĕç. Мероприятире кĕнеке куравĕ те ĕçлерĕ. Унта Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа Совет Союзĕн Паттăрĕ ята тивĕçнĕ салтаксем çинчен тĕрлĕ литература вырнаçтарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 февраля 2017
15:19
Поделиться