Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинкке» - Мускавра

Февралĕн 3-мĕшĕнче Мускав хулинчи Кремль çуртĕнче «София - 2017» фестивале уçнă май Раççейри Пысăк театрăн солисчĕн, Раççей халăх артисчĕн Владимир Маторинăн концерчĕ пулчĕ. Ăна Раççейри пĕчĕк хуласен культурипе йăла-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе яракан Ыркăмăллăх фончĕ йĕркеленипе ирттернĕ. Ыр-кăмăллăх концертне курма çĕршыври пĕчĕк хуласемпе ялсенчи 3 пине яхăн çын килнĕ. Унта Элĕкри культура çуртĕнчи Светлана Соколова ертсе пыракан «Валинкке» халăх фольклор ушкăнĕ те хутшăннă, сцена çине тухса хăйĕн илемлĕ юрри-ташшипе тыткăнланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 февраля 2017
18:03
Поделиться