Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наталья Волкова - олимпиада призерĕ

Литература предмечĕпе шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвне тунă. Вăл январĕн 13-14-мĕшĕсенче Шупашкарти вĕренÿ институтĕнче иртнĕ. Унта 109 шкул ачи хутшăннă, 17-шĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăнă.

Элĕк вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Наталья Волкова вырăс литературине лайăх пĕлнипе тата чылай кĕнеке вуланипе призерсен йышне кĕме пултарнă. Ку унăн пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар-ха. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те вăл пуçарулăхпа палăрнăччĕ. Пултаруллă хĕре тата унăн вĕрентекенне Инна Волковăна малашне те ăнăçу сунатпăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 января 2017
15:14
Поделиться