Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Башньăна юсанă

Шĕмшеш ял тăрăхĕнче шыв башнисем сахал мар. Вĕсем пурте нумай çул ĕçлеççĕ. Çавна май башньăсем кивелсе пыраççĕ. Вĕсене вăхăтра юсани, шыв пăрăхĕ- сене çĕнетни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă Шĕмшеш тăрă- хĕнчи Выл Пасар ялĕнче пурăнакансем çак ыйтăва Çĕнĕ çул уявĕ умĕн тапратнă. Ял старости Валериан Петров ертсе пынипе вырăнти хастарсем Юрий Николаев, Сергей Прокопьев башньăна юсама килĕшсе татăлнă. Ял çыннисем укçа-тенкĕ пуçтарма хирĕç пулман. Çавăнпа шыв пырассине кĕске вăхăтра юсаса янă. Вĕсене пулăшма Шуркасси ялĕнчи çынсем те килнĕ: Вячеслав Стрелков, Валерий Михайлов тата ял тăрăхĕн депутачĕ Петр Вишневский. Пурте пĕр пулса ял çыннисене шыв-па тивĕçтерессине йĕркеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 января 2017
11:59
Поделиться