Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв кунĕнче те улаха пухăнтăмăр

Çĕнĕ çул хăна-вĕрлесĕр епле ирттĕр-ха; Кирек епле уява та яланах хăна пухăнать. Январĕн 3-мĕшĕнче Элĕк тăрăхĕнче Чăваш Республикин культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов тата этноконфессисен хутшăнăвĕпе ĕçлекен пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Эдуард Краснов пулчĕç.

Районти культура ĕçченĕсем тата вырăнсенчи пултарулăх ушкăнĕсене çÿрекенсем хăнасене улах ларма «чĕнчĕç». Пухăннисем çекĕлпе, йĕппе тĕрлĕ япала маçтăрларĕç, хăшĕ хитререх тата çинçерех çăм арлассипе ăмăртрĕç. Çавăн пекех уява килнисем Хĕл Мучи тата Юр пике хутшăннипе вăйăсем вылярĕç. Министерство представителĕсен пултарулăхне те тĕрĕслерĕç, хутран илемлĕ юр пĕрчи касса кăларма сĕнчĕç.

Канмалли кунсенче те Элĕкри таврапĕлÿ музейне ача-пăча йышлă çÿрени те Культура министрĕн çумне тĕлĕнтерчĕ. Шăпăрлансем уяв кунĕнче те аслисем пулăшнипе чустаран çулталăк символне - Автан хатĕрленипе пĕрлех ытти чĕр чунсен ĕлкисене те турĕç, вĕтĕ шăрçасемпе ĕçлеме хăнăхрĕç, телейпе ăнăçу парнелекен пукане ăсталарĕç. Хăнасемпе пĕрлех район çыннисем те музейри экспонатсемпе паллашма пултарчĕç.

- Музейра тури чăвашсен йăли-йĕркипе çыхăннă япаласем нумай пулни савăнтарать. Экспонатсем вара мăн асатте-асаннесен пурнăçне туллин çутатса параççĕ. Çапла майпа çитĕнекен ăрăва аваллăха тĕпчеме пулăшаççĕ. Кунтан шкул ачисем татăлманни те, аслисемпе пĕрле ал ĕçне хăнăхни те тăван культурăна аталантарас туртăм пысăк пулнине çирĕплетет, - палăртса каларĕ Вячеслав Оринов музей ĕçне хакланă май.

Ун хыççăн культура ĕçченĕсемпе пултарулăх ушкăнне çÿрекенсем тата уява килнĕ ытти çынсем этнопаркра пулчĕç. Унта чăваш вăййисене «Çĕрĕлле», «Уйăхпа хĕвел тупăшăвĕ», «Татса ямалла» вылярĕç. Кăмакара кăвар çинче икерчĕ пĕçерчĕç, уява килнисене пурне те хăналарĕç.

Январĕн 7-мĕшĕнче вара мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе ярас тĕлĕшпе районти мĕнпур культура ĕçченĕ тата ялсенчи хастарсем Сурхури уявне паллă тума черетлĕ хут этнопарка пухăнчĕç. 7-8 çынран тăракан тăватă ушкăн Элĕк салинче пурăнакансем патне çитсе Сурхури юррисене шăрантарчĕ, пăрçа сапса ырлăх-сывлăх сунчĕ, уява йыхравларĕ. Этнопаркри пĕр кил картинчи кăмакара пăрçа ăшаларĕç, тĕрлĕ вăйă вылярĕç. Çак кун ялсенчи культура учрежденийĕсенче авалхи йăлапа юмăç янă, çамрăксем çветке чупнă.

Л.СЕМЕНОВА,

район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2017
10:37
Поделиться