Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырсарни шкулĕнче - концерт

Культура çурчĕн сцени çинче пысăк тĕн уявĕсенче концертсем лартасси Элĕкри чиркÿ çумĕн- чи вырсарни шкулне çÿрекенсемшĕн çĕнĕлĕх мар. Хальхинче те Раштав уявĕ тĕлне ашшĕ-амăшне, пиччĕш-йăмăкне пухма пултарчĕç вĕсем.

Концерт вăхăтĕнче сцена çинче асамлă хăват хуçаланчĕ тейĕн. Шурă тум тăхăннă пĕчĕк кăна Пирĕштисем ырă хыпар илсе çитерчĕç: Христос çуралнă иккен! Çак савăнăçа номертен номере сăвă-юрă, ташă-çемĕ урлă кăтартма пултарчĕç вырсарни шкулне çÿрекенсем. Залра ларакансем кашни сăмаха ăша хывма тăрăшрĕç, тăвăллăн алă çупса «артистсене» тав турĕç. Вĕсем хушшинче Элĕкри Таса Турă Амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор Муравьев протоиерей та пулчĕ. Концерт вĕçленсен Виктор атте ачасене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, педагогсене тата ашшĕ-амăшне уява хатĕрлеме пулăшнишĕн тав турĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 января 2017
10:36
Поделиться