Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансен ячĕпе - Асăну хăми

Ехремкасси ял тăрăхĕнчи «Правда» хуçалăхра тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн правительство наградисене тивĕçнисем 40 ытла çын шутланаççĕ. Вĕсенчен 4-шĕ Ленин орденне, тепĕр тăваттăшĕ Октябрь Революцийĕн орденне, 11-шĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, 11 çын «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ. Çавăн пекех 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне илнĕ çын та пур, хуçалăх производствинче хастар ĕçленĕ 13 çĕр ĕçченне медальсемпе чысланă. Декабрĕн 25-мĕшĕнче Качалав ялĕнче пурăннă, ĕçре палăрнă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илнĕ Петр Тимофеевич Тимофеева тата 2 хут Ленин орденне илме тивĕç пулнă Тимофей Трофимович Трофимова хисеп туса ял-йыш Асăну хăми уçрĕç. Аслă ăрури ентешĕмĕрсем хăйсен пурнăçне тыр-пул   ÿстерес ĕçе халалланă, чылай çул механизаторта тăрăшнă.

Чи малтанах Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов сăмах илчĕ. Тухса калаçакансен йышĕнче Муркаш-Элĕк çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, «Правда» хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ Никодим Семенов, ял хастарĕ Юрий Терентьев пулчĕç. Вĕсем Петр Тимофеевпа Тимофей Трофимов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса паттăрлăхпа палăрнине, унтан таврăнсан ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшнине палăртрĕç. Паян çитĕнсе пыракан çамрăксемшĕн ветерансем ырă тĕслĕх пулмаллине, патриотизмпа воспитани парас ĕçре аслă çулсенчисен кун-çулĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕп-летрĕç. П.Тимофеевăн Асăну хăмине Сергейпа Василий ывăлĕсем, Т.Трофимовăнне Владимир ывăлĕпе Дмитрий мăнукĕ уçрĕç. Пухăннисем чĕрĕ чечексем хучĕç. Вăрçă ветеранĕсене çулсем иртсен те манманшăн Муркаш-Элĕк çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ В.Казаков тав турĕ. Пĕрлехи вăйпа вĕсен пурнăçĕпе паллаштаракан музей уçма калаçса татăлчĕç.

Г.ТЕРЕНТЬЕВ,

районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕн ертÿçи.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2016
13:35
Поделиться