Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăх – хамăр алăра

Кăçал сывлав органĕсен чирĕсене хирĕç кĕрешмелли çулталăк пулчĕ. Сывлав органĕсен чирĕсем анлă сарăлнисен йышне кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, грипп, ОРВИ ерсен сывлама йывăррине кашниех пĕлет. Сывлав органĕ- сен чирĕсене пула ÿпке ракĕ, пневмони, бронх астми пуçланма пултарать.

Чи малтанах пирус туртни сывлав органĕсене сиен кÿрет. Хамăр ĕçлесе илнĕ укçапа пирус туянса сывлăха хавшатнине пысăк çын кăна мар, ача та ăнланма тивĕç. Анчах усал йăла тыткăнĕнчен хăтăлма йывăр. Юлашки вăхăтра ку енпе чылай улшăну кĕртрĕç. Пирус туртассине хирĕçлесе йышăннă саккуна ырламалла çеç. Халĕ пирус пачкисем малтанхи пек куçа илĕртмеççĕ.

Чăнах та, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннинчен лайăххи нимĕн те çук. Çак çынсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Сывлав органĕсен чирне аталантаракан тĕп сăлтавсенчен пĕри вăл - чĕлĕм туртни. Çавна май сиенлĕ йăлана сирмешкĕн районти тĕп больницăн специалисчĕсен тĕллевлĕ ĕçлеме тиврĕ. Çулталăк тăршшĕпех республикăра тата пирĕн районта Пĕтĕм тĕнчери профилактика кунĕсенче - бронх астмипе кĕрешмелли, пирус туртмасăр ирттернĕ, пневмонипе ÿпкен обструктивлă чирĕсемпе кĕрешмелли кунсенче тĕрлĕ акци иртрĕ. Сывлав органĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкра çакăн йышши проектсене малалла тăснипе пĕрлех уçă сывлăшра çÿрекенсен йышне те ÿстермелле. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ районта кашни уйăхра шăматкун «Тухтăрпа уçăлса çÿре» акци иртет. Унта тĕрлĕ организацире, учрежденире ĕçлекенсем хастар хутшăнаççĕ.

Сывлав органĕсен чирĕсемпе чирлес мар тесен сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла. Енчен те çынна çăмран, йытăпа кушакран аллерги пулать пулсан вĕсенчен май килнĕ таран хăтăлмалла. Аллерги хăй тĕллĕн иртсе каймасть.

Сывлăха вăхăтра тĕрĕслесе тăмалла: флюорографи тăмалла, профилактика прививкисенчен пăрăнса юлмалла мар.

Эльвира ЯКОВЛЕВА, терапевт.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 декабря 2016
13:33
Поделиться