Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăрăша саккуна пăсса ан кас!

Çулсеренех Çĕнĕ çул умĕн кил-çурта илем кĕртес тесе çынсем саккуна пăхăнмасăр çĕршер ытла чăрăш касаççĕ. Çапла майпа çут çанталăка пысăк сиен кÿреççĕ. Вăрман пикине саккунсăр касса вăрман хуçалăхне те мĕн чухлĕ тăкак кÿнине чухламаççĕ те. Çак тапхăрта лăсăллă йывăçсене - чăрăш, хыр, пихта каснăшăн явап тыттараççĕ. РФ Административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан Кодексăн 8.28-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн граждансем çине 3-4 пин тенкĕ, должноçрисем çине - 20-40 пин, юридици сăпатлă çынсем çине 200-300 пин тенкĕ штраф хураççĕ. Енчен те йывăçа саккунсăр каснă чухне пĕр-пĕр техникăпа е хатĕрпе усă курнă пулсан административлă штраф виçи ÿсет. Ку чухне йывăç касма усă курнă ĕç хатĕрне туртса илеççĕ.

2007 çулхи майăн 8-мĕшĕнче кăларнă РФ Правительствин Постановленийĕпе тата РФ Вăрман Кодексĕн - 100-мĕш, Уголовлă Кодексăн 260-мĕш статйисемпе килĕшÿллĕн саккунсăр майпа каснă лăсăллă йывăçсен (чăрăш, хыр, пихта) вуллин диаметрĕ 12 сантиметра çитмест пулсан тăкак кÿнин виçи 50 хут ÿсет. Пирĕн вăрмансем хÿтĕленекен вăрмансем шутне кĕнĕрен таксăпа килĕшÿллĕн шутланă тăкак виçи тата тепĕр 2 хут ÿсет. Кунсăр пуçне ку енĕпе йĕркене декабрь-январь уйăхĕсенче пăсаççĕ пулсан çÿлерех асăннă Постановленипе килĕшÿллĕн тăкак виçи тата тепĕр 2 хут ÿсет. Сăмахран, саккунсăр майпа пĕр чăрăша каснăшăн тенкĕ тÿлеме тивет. Енчен те тăкак кÿни 5 пин е ытларах та пулать пулсан саккуна пăснă çын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçараççĕ. Асăннă кодекспа килĕшÿллĕн пысăк штраф хураççĕ е 6 çуллăха ирĕкрен хăтараççĕ.

Çулсеренех Çĕнĕ çул умĕн вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсемпе районти полици пайĕн сотрудникĕсем вăрман пикисене сыхлас тĕлĕшпе пĕрлехи рейдсем ирттереççĕ. Халĕ те ятарлă графикпа килĕшÿллĕн Сурăм вăрмаĕнн хуçалăхĕнче дежурство тăратпăр. Ку чухне кăнтăрла та, каçхине те ялсем çывăхĕнчи вăрман лаптăкĕсем çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Пасарсенче сутакан тата чăрăшсене тиенĕ Транспортсене курсан саккуна пăхăнса каснине тĕрĕслетпĕр.

Федор ОРЛОВ,

Сурăм вăрманĕн хуçалăхĕн мастерĕ.    



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 декабря 2016
15:51
Поделиться