Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватăсене - юратупа тимлĕх

Иртнĕ канмалли кунсенче Энехметь ялĕнче пурăнакан Анисия Сидоровăпа Тукач ялĕнчи Клавдия Максимова ĕçпе тыл ветеранĕсем хăйсен 90 çулхи сумлă юбилейĕсене паллă турĕç. Чаплă уявпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин тата Элĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Анисимов саламларĕç. Вĕсем Анисия Сидоровнăпа Клавдия Максимовнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа пачĕç, парнесем парса ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Анисия Сидорова нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вăрçă çулĕсенче вăрман каснă, торф кăларас çĕрте ĕçленĕ. Клавдия Максимова вара çĕвĕç пулнă. Çулĕсем сахал мар пулин те вĕсен чунĕсенче çепĕçлĕхпе ырă кăмăллăх упранса юлни, куçĕсенче савăнăçпа телей çутални, хăйсене лайăх туйни пĕрле пурăнаканĕсене те савăнтарать, мăнаçлантарать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 декабря 2016
15:51
Поделиться