Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем Елкăра пулнă

Çĕнĕ çула ачасем чăтăмсăр кĕтеççĕ. Иртнĕ шăматкун, декабрĕн 24-мĕшĕнче, «Ядринмолоко» уçă акционерлă общество Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк район ачисене Çĕнĕ çул уявĕ туса панă. Савăнăçлă мероприятире сумлă хăнасен йышĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов та хутшăннă, ачасене тата ашшĕ-амăшне çывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă. Елкăна вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан 160 ача пухăннă. Пирĕн районтан Шĕмшеш, Мăн Вылă, Ураскилт шкулĕсенчен асăннă уява 10 ача кайнă. Шкул ачисем «Ядринмолоко» обществăра экскурсире пулса курнă. Хĕл Мучипе Юр пике пурне те пылак парнесем панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 декабря 2016
15:48
Поделиться