Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта та кадет класĕ пулĕ

Хальхи вăхăтра çамрăксене çарпа патриотизмла тата гражданла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Раççей малашлăхĕ çитĕнсе пыракан ăрура пулнине тĕпе хурса Чăваш Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче кадет класне уçма хатĕрленеççĕ. Умри тĕллевсемпе шкул директорĕ Зоя Федоровна Васильева паллаштарма кăмăл турĕ.

- Зоя Федоровна, кадет класне уçас шухăш мĕнле тата хăçан çуралчĕ?

- Ача-пăча пултарулăх центрĕнче ĕçленĕ чухнех кун пирки шутланă. Кÿршĕ районсенче ун пек классем пур-çке. Эпир вара мĕнрен каяя? 2006 çулта районта Чăваш Сурăм шкулĕн бази çинче «Çамрăк космонавтсем» юхăм уçнăччĕ. Вĕсен ятарлă кăвак тĕслĕ тумччĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем унта хаваспах çÿретчĕç, зачетсем паратчĕç, 2-3 блокран тăракан ыйтусем çине хуравлатчĕç, фестиваль-конкурсра палăратчĕç, презентацисем хатĕрлетчĕç, 5 кунлăха Чăваш Енри пĕрремĕш космонавт Андриян Григорьевич Николаев çуралса ÿснĕ яла - Шуршăла кайни те асрах. Анчах та, шел пулин те, çак юхăм нумаях пымарĕ. Ырă пуçарăва шута илсе хамăр шкулта кадет класĕ уçма палăртрăмăр. Районта ун пек класс çук. Ашшĕ-амăшĕ кадет класне уçассине ырласа йышăнчĕ. Кунта çÿрекенсем çар енĕпе университет-института е училищăна вĕренме кайма пултараççĕ тата çар службине хатĕрленсе çитеççĕ. Çакна тĕпе хурса эпир малашне çар енĕпе пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсемпе килĕшÿ тума та хатĕр.

- Кадет класĕнче вĕренекенсем ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрĕç?

- Кун йĕркипе тата хăш-пĕр предметсемпе. Унта çÿрекенсем кĕлеткене пиçĕхтерес, çирĕплетес тесе çине тăрсах ĕçлĕç. Çавăнпа та ирхи куна зарядкăран пуçлĕç. Тĕп уроксемсĕр пуçне çарпа флот историйĕ тата ĕçĕ-хĕлĕ, ритмика пулĕ. Кĕнекесенчен вуласа пĕлнине, вĕрентекен каласа панине ĕçпе çирĕплетсе парĕç. Пуçласа кадет класне йĕркелемешкĕн 6-мĕш класа суйласа илни те ахальтен мар. Кунта арçын ачасем ытларах, 13 ачаран хĕрачасем иккĕн çеç. Физкультура вĕрентекенĕ Константин Громов кадет класне ертсе пыма хирĕç мар. Константин Витальевич шăпах 6-мĕш класа ертсе пырать.

Кадетсен пуриншĕн те тĕслĕх пулмалла, ыттисенчен уйрăлса тăмалла. Вĕсен ятарлă çар форми пулĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче кадет класĕ уçăлни çинчен пĕлтеретпĕр. Ачасен шутне кура çамрăк боецсен курсĕ витĕр тухнă хыççăн декабрь уйăхĕнче арçын ачасемпе хĕрачасене кадета кĕртетпĕр. Вĕсем çакна тупа туса çирĕплетĕç. Паянхи кун ачасем те, вĕрентекенсем те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ.

- Чăваш Сурăм шкулĕнче кадетсен класне уçни районшăн çеç мар, республика шайĕнчи пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприяти шутланать. Ытти шкулсенчен ачасене хăвăр пата йышăнма хатĕр-и?

- Паллах. Эпир пурне те хапăлласах йышăнатпăр. Вĕренÿ кабинетне хатĕрленĕ. Çитес вăхăтра стена çине стендсем çакăпăр. Кадет класне килес текенсем пур, заявленисем йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Тĕплĕнрех Чăваш Сурăм шкулĕн сайтĕнче паллашма пулать. Пирĕн тĕп тĕллев - çирĕп сывлăхлă, анлă тавракурăмлă ăру çитĕнтересси. Кунта пĕлÿ илекен кашни ача чăн-чăн патриот тата çĕршывшăн юрăхлă çын пултăр.

- Камран тĕслĕх илме пултаратăр?

- Пирĕнпе кÿршĕллĕ районсенче - Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрнар районĕсенче - кадет класĕсем пур. Вĕсем - пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Нумаях пулмасть эпир Калининăри кадет класĕнче пулса куртăмăр. Педагогсем палăтнă тăрăх, кадетсем вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çар училищинче вĕренме каяс шутлисем те пур. Çавăн пекех унта вĕренекенсем çар службине хăнăхса пыни, спорт çине пысăк тимлĕх уйăрни те куç кĕрет. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем республикăри тата Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурссенче çĕнтереççĕ. Вĕсенчен вĕренмелли пурах. Эпир те пысăк ĕмĕтсемпе пурăнатпăр. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ пирĕнпе пĕр шухăшлă пулсан кадет класĕ «пиçсе» çитессе шанатпăр. Кадет класĕпе Шупашкарта иртекен Георги балне те, Мускав хулине те çитсе курасчĕ-ха.

- Тавтапуç калаçушăн. Ырă пуçарура ăнăçу сунатăп.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 июля 2016
11:38
Поделиться