Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хур-кăвакал татăлмасть пĕверен

Çу кунĕсем çитсен ялти пĕве хур-кăвакалпа тулать, яра куна килти кайăк-кĕшĕк сасси йĕри-тавралла саланать. Шĕмшеш ял тăрăхĕнче пурăнакансем те çулсеренех хур-кăвакал йышлă усраççĕ. Пĕрисем çуркунне çитсенех сутăн илсе ÿстереççĕ пулсан, теприсем çулталăкĕпех тытаççĕ вĕсене. Сăмахран, Шĕмшешри Владимир Трофимов кил хуçалăхĕнче темиçе çулах хур усраççĕ, чĕпписене те килте кăлараççĕ. Сурăмпуç Шĕмшешсем вара инди кăвакалĕсене кăмăллаççĕ. Геннадий Афанасьевăн, Сергей Кирилловăн, Анатолий Афанасьевăн, Лазер Тихоновăн, Валентина Орендеевăн, Иван Павловăн хуçалăхĕсенче çулсеренех йышлă чĕпĕ кăлараççĕ. Кайăк-кĕшĕк пăхассипе ăста кил хуçисем хĕл кунĕсенче хăйсем те, хулара пурăнакан ачи-пăчи те аш-пăшсăр лармаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 июня 2016
11:37
Поделиться