Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тени шкул коллективĕ спектакль куравĕпе питĕ кăмăллă юлчĕ

Кăçал Чăваш Республикинче Литература тата Константин Иванов çулталăкĕ. Çавăнпа та Тенири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта çак ятпа тĕрлĕ мероприяти иртет.

Чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче шкулти вĕрентекенсен ушкăнĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне И.С.Максимов-Кошкинский çырнă «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакле кайса курчĕ.

Малтан спектакль «К.В.Иванов» ятлă пулнă. «Нарспи» поэмăри юмăç Сетнер амăшне ывăлĕ пирки: «Панă ăна пÿлĕхçĕ вĕри юнпа çемçе чун. Пÿрнĕ ăна пÿлĕхçĕ кĕске ĕмĕр,йывăр кун»,-тесе каланă. Çакăн тăрăх панă та ĕнтĕ çĕнĕ спектакль ятне.

Спектакль лартаканĕ тата художникĕ, СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев.

Вилĕмсĕр «Нарспи «поэмăн авторĕн сăнарне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов вылять.

Спектакльти ĕçсем 1906-1912-мĕш çулсенче Чĕмпĕр хулинче тата Слакпуç ялĕнче пулса иртеççĕ.

Тĕп сăнарсем: Праски - Оксана Драгунова, И.Я.Яковлев - Сергей Павлов, Иоаким Максимов -Сергей Иванов, Федор Павлов - Василий Иванов артистсем. Вĕсем пурте питĕ витĕмлĕ, ĕнентерÿллĕ выляççĕ. Ку вăл вĕсен ĕçĕнчи пысăк çитĕнÿ. Палăртсах калар: çак спектакльте Валерий Карпов К.В.Ивановăн чăн-чăн сăнарне куракан патне çитерме пÿлтарчĕ. Ушкăнта пирĕн ентеш Елизавета Хрисанфова та пур.

Тени шкул коллективĕ спектакль куравĕпе питĕ кăмăллă юлчĕ.



10 ноября 2015
17:55
Поделиться