Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район аталанăвĕ кашнинчен килет

Нарăсăн 19-мĕшĕнче Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче «Элĕк районĕн 2014 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тата 2015 çулхи тĕллевсем» темăпа анлă канашлу иртнине хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков хутшăнчĕç.

Канашлăва районти предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем килнĕ. Çавăн пекех ял çыннисем те йышлăн пухăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов районăн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Александр Николаевич хăйĕн докладĕнче пĕлтĕр районăн консолидированнăй бюджетне тупăш пырса кĕресси ÿснине палăртрĕ. Çавăн пекех çĕнĕ çурт-йĕр хута ярассипе, çамрăк çемьесене ку енĕпе пулăшассипе япăх мар ĕçленине асăнчĕ. Ял хуçалăхĕнче те çитĕнÿсем çук мар. Сĕт суса илесси, çĕнĕ техника туянасси ÿснĕ. Комплекслă инвестици программисене пурнăçа кĕртсе ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тырă-пулă, утă упрамалли складсем, çамрăк ĕне выльăх валли ферма, пахча çимĕç упрамалли хранилище хута яни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Александр Куликов çавăн пекех вĕренÿ, медицина, культура, социаллă политика çинче чарăнса тăчĕ.

«Районти демографилле лару-тăру тивĕçтермест. Ачасем çураласси ÿснĕ пулин те пурнăçран уйрăлакансен шучĕ çав-çавах пысăк. Уйрăмах вăй питти арçынсем вилни сисĕнет», - докладне вĕçленĕ май палăртрĕ Александр Куликов. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин вара усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçе çитес вăхăтра вĕçлемеллине палăртса каларĕ. «Çĕрпе тĕллевлĕ усă курмалла. Çакна ялта пурăнакан кашни çыннăн тĕпе хумалла. Элĕк районĕнче тăтăшах пулнă май эсир хăвăр пурлăхпа туллин те тĕллевлĕ усă куратăр теме çук-ха. Уйрăм çынсем çĕр пайĕсене хăйсем çине куçарнă пулин те унта хыт-хура та çум курăк ашкăрать. Кун йышши лаптăксем вара район территорийĕнче çителĕклех. Тепĕр самант çинче те чарăнса тăрас килет. Çу кунĕсенче чылай яла пырса кĕме май çук. Ял пуçĕнче те, урамсенче те талккăшпех пиçен те вĕлтĕрен ÿсет. Вĕсене касса утма, хамăр пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртме ку чухне пуçарулăхсăр пуçне нимĕн те кирлĕ мар-çке. Ял тăрăхĕсен çурчĕсем, вĕренÿ учрежденийĕсем умĕнче те кун пек çитменлĕхе пĕрре мар асăрханă. Вырăнти тасалăхпа тирпейлĕхшĕн чи малтан унта пурăнаканăн тăрăшмалла, аякран килсе туса парасса кĕтмелле мар. Ку енĕпе ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен лайăх йĕркелемелле», - хытах асăрхаттарчĕ министр. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Мидуков тухса калаçрĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова республикăри лару-тăрупа паллаштарнипе пĕрлех çитес вăхăтра район больниципе çыхăннă кадр ыйтăвĕсене татса пама шантарчĕ.

Районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Николай Сергеев та тухса калаçрĕ, çивĕч ыйтусене хускатрĕ.

Канашлура республикăри амăшĕн капиталĕн, çĕр пайĕсем илмелли сертификатсене пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2015
11:41
Поделиться