Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Профилактика акцийĕ иртет

Чăваш Енре «Пирĕн ачасен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕ» Пĕтĕм тĕнчери профилактика акцийĕ пуçланчĕ. Вăл çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Çак мероприятие наркотиксене хирĕç кĕрешекен федераци служби йĕркеленĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ çамрăк ăрăвăн хăйĕн сывлăхне упрасси, наркотика хирĕç кĕрешесси тата ăс-хакăл пуянлăхĕн хакне йĕркелесси пулса тăрать. Республикăра çак акцие халалласа çамрăксемпе профилактика калаçăвĕ- сем, çавра сĕтелсем, сывлăх кунĕсем, тематикăллă класс сехечĕсем, наркотика хирĕç кĕрешессипе конкурссем, спорт мероприятийĕсем тата паллă спортсменсемпе тĕл пулусем йĕркелеме палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2015
11:41
Поделиться