Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш ташшипе тыткăнланă

Нарăсăн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче «Пултарулăх калейдоскопĕ» ятпа республикăри 1-мĕш фестиваль-конкурс иртрĕ. Унта ачасемпе çамрăксен вокалпа хореографи тата театрпа художествăлла пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç. Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕренекен, «Каблучок» ташă ушкăнне çÿрекенсем те асăннă фестивальте хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. «Чăваш ачисен ташши» номере республикăри сцена çинче тивĕçлипе кăтартса пачĕç. Раççей, Чăваш Республикин культура тата вĕренÿ тытăмĕнчи паллă çынсем, жюри членĕсем пирĕн вĕренекенсен ăсталăхне пăхса тĕлĕнчĕç. Вăтам ушкăнрисен йышĕнче «халăх ташши» номинацире элĕксем 2-мĕш степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçрĕç. Надежда Иванова вĕрентекене те фестивальте ырăпа палăртрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2015
11:41
Поделиться