Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ

Çак кунсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин 2015 çулта Республика кунне уявлас енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттернĕ. Тĕп мероприятисем кăçал Шупашкарта тата Канаш районĕнче иртĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин йĕркелÿ комитечĕн членĕсене Шупашкарти экономика форумне, регионсен хушшинчи «Регионсем: чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава, Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен фестивальне мĕнле хатĕр- леннине пĕлтернĕ.

Культура программи çинчен ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов каласа панă. Мероприятисене Чăваш патшалăхне йĕркеленĕренпе - 95, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине, Литературăпа К.В.Иванов çулталăкне халалласшăн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 февраля 2015
19:35
Поделиться