Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта экологи туризмĕ вăй илсе пырать

Пирĕн район питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Хаçат вулаканĕсене районти туризм мĕнле аталанса пынипе паллаштарасшăн. Çынсене савăнтаракан, илĕртекен вырăнсем те чылай кунта. Пирĕн тăрăхра экологи, паломничество, этнокультура, сунар тата кану туризмĕсем аталанса пыраççĕ. Вĕсенчен чылайăшне çут çанталăк палăкĕсен шутне кĕртнĕ.

Патшалăхăн республика пĕлтерĕшлĕ «Сорминский» çут çанталăк заказникĕ пĕтĕмĕшле 61,5 гектар лаптăк йышăнать. Ăна сайра тĕл пулакан ÿсен-тăранпа чĕр чунсене сыхласа хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Асăннă заказник Анаткаспа Пиçенер ялĕсем хушшинче вырнаçнă. Кунта 100 ытла тĕрлĕ ÿсен-тăран çитĕ-нет. Заказникра Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ курăк-чечеке те курма пулать.

Тени кÿлли те çут çанталăк палăкĕ шутланать. Вăл Эренар ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ 8,9 гектарпа танлашать, сыхлав лаптăкĕ - 30 гектар. Тени кÿлли республикăри чи пысăк 5 кÿлĕсен йышне кĕрет. Вăл тăрăхла çаврака, хĕррийĕ тип-тикĕс. Çут çанталăк палăкĕ çывăхĕнче 138 тĕрлĕ курăк ÿсет, вĕсенчен 3-шне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 февраля 2015
20:01
Поделиться