Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Нумай функциллĕ центр пулăшу кÿрет

Паян çынсемшĕн вырăнсенче нумай функциллĕ центрсем ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕске вăхăтрах çапла майпа пахалăхлă та пысăк пулăшу илме май пур. Федераци миграци службин Элĕкри уйрăмĕ те районти нумай функциллĕ центрпа ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Асăннă центр урлă пирĕн пата килмесĕрех РФ паспортне илме тата улăштарма пулать. Çавăн пекех ют çĕр-шыва тухса çÿреме ирĕк паракан паспорта та 5 çуллăха паратпăр. Кунсăр пуçне РФ гражданинĕ хăй пурăнакан, пулакан вырăнта регистраци учетне, ют çĕр-шыв çынни хăй пулакан вырăнта миграци учетне тăма пултарать. 2014 çулта Элĕкри НФЦ пулăшăвĕпе усă курса 9 çын пурăнакан вырăнта регистрациленнĕ, РФ паспортне улăштарма 18 çын заявлени панă. Çавăн пекех патшалăхăн тата муниципалитетăн Пĕрлехи порталĕпе усă курса паспорт илме 5 çын электрон заявлени тăратнă.

Ку чухне электрон майпа усă курни гражданинăн вăхăтне перекетлет. Федераци миграци службине паспорт илес е улăштарас ыйтупа килнĕ чухне çынсен патшалăх тÿлевне те çийĕнчех тÿлемелле. Электрон майпа заявлени çырнă чухне хатĕр çĕнĕ паспорта илнĕ чухне çеç тÿлемелле. Федераци миграци службине электрон майпа заявлени пама май пурри уйрăмах аякри хуласене ĕçлеме тухса çÿрекенсемшĕн меллĕ. Хăйсем килтен инçетре чухнех электрон заявлени çырма пултараççĕ. Киле таврăнсан вара çĕнĕ паспорта илме те пулать. Çакă чылайăшне вăхăтра паспорт улăштарманшăн штраф тÿлессинчен хăтарать. Паянхи куна штраф виçи 2000 тенкĕпе танлашать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 февраля 2015
13:29
Поделиться