Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пенси ÿснĕ

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, нарăсăн 1-мĕшĕнчен ватлăхпа, инвалидноçпа тата тăрантаракана çухатнипе паракан страхлав пенси- йĕсем 11,4 процент ÿснĕ. Чăваш Республикинче нарăсăн 1-мĕшĕнчен 329 пин çыннăн пенсийĕ хăпарнă. Пенси виçи кашнин тĕрлĕрен пулнăран ÿсĕмĕ те кашнин расна.

Элĕк районĕнче ĕç пенсийĕ 1030 тенкĕ (вăтамран 10218 тенкĕ) ÿснĕ. Ватлăхпа тивĕçлĕ канăва тухнисен 1063 тенкĕ ( вăтамран 10512 тенкĕ), инвалидноçпа 632 тенкĕ ( вăтамран 6397 тенкĕ), тăрантаракана çухатнипе 700 тенкĕ ( вăтамран 7238 тенкĕ) хăпарнă.

Пирĕн районта 5789 пенсионер шутланать. Вĕсенчен 5188-шĕн ĕç пенсийĕ ÿснĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 февраля 2015
13:29
Поделиться