Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хусанти музейсенче - экскурсире

Районти шкулсенче хими вĕрентекенсем иртнĕ эрне кун Тутарстан тĕп хулинче экскурсире пулчĕç. Кÿршĕ республикăран килнĕ хăнасене Хусан университетĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç.

Ку аслă шкул çĕр-шывра чи ваттисенчен тата сумлисенчен пĕри, кунта тĕнчипе паллă çынсем вĕреннĕ тата ĕçленĕ. Университетăн Хими музейĕнче экскурсантсем хăйсене вун тăххăрмĕш ĕмĕре лекнĕн туйрĕç. Пĕтĕмпех ĕлĕкхи сăнпа сыхланса юлнă пулин те, пăхса киленмелли вырăн кăна мар музей. Аудиторире халĕ те лекцисем вулаççĕ, ăсчахсем ятсем хÿтĕлеççĕ, лабораторире студентсем сăнавсем тăваççĕ, вулавăшра икĕ ĕмĕр каялла пичетленнĕ кĕнекесене вулаççĕ, вĕсемпе вĕренÿре усă кураççĕ. Вĕрентекенсем тĕнчипе паллă ăсчахсен ăслăлăхри çĕнĕлĕхĕсемпе паллашрĕç, А.М.Бутлеровăн ĕç кабинетне интересленсе пăхрĕç, вăл чаплă химик кăна мар, пысăк хурт-хăмăр ăсти те пулнине пĕлчĕç. Экскурсие килнисемшĕн Хусанти кремльти ăслăлăх музейĕнче те тĕлĕнмелли нумай пулчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 февраля 2015
19:05
Поделиться