Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Александр Свистков - олимпиада призерĕ

2014-2015 вĕренÿ çулĕнчи шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрне ирттермелли графикпа килĕшÿллĕн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче химипе олимпиада пулнă.

Район чысне Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен   Надежда Антонова тата Александр Свистков (вĕрентекенĕ - А.А.Иванова) хÿтĕленĕ. Вĕренекенсем çĕнтерÿшĕн икĕ кун кĕрешнĕ. Надежда Антонова тата Александр Свистков пĕрремĕш тура парăнтарса иккĕмĕшне тухнă, кунти экспериментлă тура ăнăçлă ирттернĕ.

Надежда 30 вĕренекен йышĕнче 6-мĕш вырăн йышăннă (пĕлтĕр çĕнтерÿçĕ пулнă). 9-мĕш класра вĕренекен Александр вара хăйĕн тантăшĕсем хушшинче мала тухнă, района кăçал пĕрремĕш çĕнтерÿ илсе килнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2015
10:50
Поделиться