Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕллехи сунар йĕркисем

Сунарăн кашни тапхăрĕнче хăш-пĕр улшăнусем пулса иртеççĕ. Кăçал, кăрлачăн 10-мĕшĕнчен тытăнса куянсене тытма юрамасть. Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен тилĕпе кашкăр тытма юрать.

Сунар йĕркисене пăсмалла марри çинчен тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр. Çулталăк тин кăна пуçланчĕ пулин те ухутана çÿремелли йĕркесене пăсакансем тупăнкаларĕç те. Кун пирки патшалăхăн сунар инспекцийĕ- пе тата полици ĕçченĕсемпе пĕрле тăтăшах тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Хытах асăрхаттарса калатăп: сунар йĕркисене пăсакансем пирки протоколсем çыратпăр, материалсене суд органĕсене ярса паратпăр. Ун пеккисене пысăк штрафсем тата çирĕпрех мерăсем кĕтеççĕ.

Чăн-чăн сунарçă ытларах та ытларах вĕçен кайăк е чĕр чун тытассишĕн ăнтăлмасть. Вăл çут çанталăка, тавралăха упрассишĕн, чĕр чунсен тĕнчине сыхлассишĕн тăрăшать. Çĕнĕ çул кунĕсенче талккишпех юр хÿсе лартрĕ. Вăрмансем, уйсемпе хирсем, çырмасемпе варсем «шурă мамăкпа» тулчĕç. Пуриншĕн те йывăр килсе тухрĕ. Вĕсене пулăшас пулать. Май килнĕ таран юр кĕрчĕсене сирмелле, сырăшсем çакса апат хурса памалла, чирленĕ е аманнă кайăксемпе чĕр чунсене хÿтлĕхе илмелле.

Кăçалхи взнос укçине те тÿлеме ан манăр. Ăна вăхăтра тÿлекенсем çăмăллăхсемпе усă кураççĕ.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 января 2015
13:52
Поделиться