Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Анлă сарăлнă ятсем

2014 çулта Элĕк районĕнче 165 ача çуралнине регистрацилерĕмĕр. Вĕсенчен 90-шĕ - пăхаттирсем, 75-шĕ - хĕр ачасем.

Пĕлтĕр кун çути курнă шăпăрлансене ашшĕ- амăшĕ ытларах мĕнле ят хунине тишкертĕмĕр. Арçын ача ячĕсенчен Максим анлă сарăлнă, 9 ачана çакăн пек ят панă. Даниил тата Павел ятсене те ытларах хунă.

Хĕр ачасен Анна, Мария, Дарья, Ксения, Валерия, Полина, Елизавета, Карина ячĕсем ашшĕ- амăшне кăмăла кайнă.

Хăйсен тĕпренчĕкĕсене сайра тĕл пулакан ятсем хуракансем те пур. Иртнĕ çул акă Аркадий, Захар, Даниэль, Марк, Савелий, Рустам, Янина ят панă тĕслĕхсем пулчĕç. 2013 çулта вара аслисем «çĕнĕ кайăксене» Даниил, Максим тата Анастасия тесе ытларах регистрациленĕччĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 января 2015
09:18
Поделиться