Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аташ каллех салтака кайрĕ

Вутлан ялĕнче çуралса ÿснĕ Степан Ивановсем - аташсем, асли - аслашшĕ, çамрăкки - мăнукĕ. Ивановсем, çемьери виçĕ ăру членĕсем - 87 çула кайнă хисеплĕ ватă та, ывăлĕ Владислав та - хăйсен вăхăтĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, çарта пулнă, халĕ кĕçĕнни Степан çул çитнисен служби вĕçленнĕ хыççăн çар ретĕнчех юлма виçĕ çуллăх контракт çырнă. Тăван яла кĕске вăхăтлăх отпуска килчĕ вăл. Çĕнĕ 2015 çула юратнă ашшĕ-амăшĕпе, хаклă тăван-пĕтенĕпе кĕтсе илчĕ. Служба епле иртни, малалла вĕренме майсем уçăлни çинчен каласа пачĕ. Аслашшĕн тата ытти тăванĕсен пилĕпе салтак контрактник уяв хыççăн чаçе васкарĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 января 2015
08:23
Поделиться