Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр ĕмĕтлĕ пулар, тусăмсем!

Пурнăç урапи пĕр чарăнми чупать. Сисмерĕмĕр те - 2014 çул вĕçленчĕ. Çĕнĕ 2015 çул алăкĕ уçăлать. Çак тапхăрта кашниех иртнĕ çула хак парать, пĕтĕмлетет, çĕнĕ тĕллевсем палăртать. 2014 çул тăван халăхăмăршăн тĕрлĕ пулăмпа палăрса юлчĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче хĕллехи олимпиадăна пăхса ентешĕмĕрсемшĕн «чирлерĕмĕр», вĕсемпе пĕрле хавхалантăмăр. Çу кунĕсенче тыр-пул, пахча çимĕç тухăçĕшĕн ырми-канми тăрăшрăмăр, кĕркунне çĕр-шывсен шайĕнчи спорт форумне ирттертĕмĕр, кил-çуртăмăра хĕле хатĕрлерĕмĕр. Юпа уйăхĕнчи пăрлă çумăр халиччен курман çутçанталăк пулăмне курса тĕлĕнтĕмĕр, унăн инкекĕпе сирĕнпе пĕрле кĕрешрĕмĕр...

«Пурнăç çулĕпе» хаçатра та кăçал улшăнусем пулчĕç. Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне хаçатăн сăн-сăпатне улăштарма шутларăмăр. Сирĕн пата çĕнĕ «тумпа» çитетпĕр. Килес çултан пирĕн кăларăмсем ытлари кунпа эрне кунсерен тухма пуçлаççĕ. Кăна кăçалхи шăмат кунхи кăларăмсем вулакан патне чăрмавлă çитнине шута илсе улăштартăмăр. Редакци сирĕн шанăçа малашне те тивĕçлĕн пурнăçлама тăрăшĕ.

Вулаканпа тĕл пулса калаçни, сирĕн çырăвăрсем, шăнкăравсем пире кашнин кăмăл-шухăшне тĕпе хурса ĕçлеме май параççĕ. Штатра тăман корреспондентсемпе малашне те икĕ енлĕ çыхăну çирĕпленессе шанатăп.

Пур çыншăн та чи пĕлтерĕшли - килти «çанталăк». Килте хĕвел пăхсан - ăшпиллĕх, ăнлану, татулăх хуçаланать пулсан - ăнсăртран килсе çапакан пăрлă çумăр синкерĕ те никама ураран ÿкереймĕ. Пĕрне-пĕри хисеплени, юратупа çураçулăх, тăнăçлăх - кашни килти чи паха хаклăх. Вăл кил-çуртăмăра куллен тĕреклетме, хăтлăлатма, малалла ăнтăлма хавхалану кÿрет.

Çĕнĕ 2015 çула ĕмĕтпе, шанчăкпа пурăнма, тĕллевсем патне çирĕппĕн утма вăй-хал, çирĕп сывлăх, ăнăçупа ăнтăлу, юрату сунатăп Сире, хисеплĕ те хаклă вулаканăм!

Çĕнĕ çулта пирĕнпе пуласса шанатăп. Сире канăçсăрлантаракан ыйтăва пĕрле сÿтсе явма, кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшма хаçат редакцийĕ яланах хапăл. Эппин, Эсир - пирĕнпе, Эпир - сирĕнпе!

Çĕнĕ 2015 çул ячĕпе, вулаканăм!



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 декабря 2014
12:33
Поделиться