Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пуканесем ăсталаса палăрнă

Кăçалхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕпе раштавăн 12-мĕшĕччен «Эткер» центрта «Пуканесен галерейи» республика конкурсĕ иртрĕ. Ăна 2014 çулхи паллă пулăма, Пĕтĕм тĕнчери Çемье çулталăкне, халалласа йĕркеленĕ. Конкурса 21 районпа 5 хуларан 912 ĕç тăратнă. Вĕсене çĕтĕк-çурăкран, улăмран, йывăçпа тăмран, пластикран тата металран хатĕрленĕ.

Конкурсăн республикăри тапхăрне «Халăх пукани» номинацире 5-мĕш класра вĕренекенсен «Çĕтĕк-çурăкран хатĕрленĕ пуканесен вăйă карти» ĕçĕ хутшăннă. Мария Егорова «Интерьер композицийĕ» номинацие «Çемье символĕ - салтак тÿми»  пуканесен композицине тăратнă. Асăннă номинацире 12-15 çулхисен хушшинче Анастасия Григорьева çыхнă пуканесемпе хутшăннă,  диплома тивĕçнĕ. 16-18 çулхисен ушкăнĕнче Кристина Иванова «Машăпа Даша пуканесем»  тăратнă. Жюри членĕсем унăн ĕçне ырăпа палăртнă, виççĕмĕш степеньлĕ дипломпа чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 декабря 2014
17:36
Поделиться