Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

Культура эрнинче Элĕкри тĕп библиотекăн вулав залĕнче паллă ÿнерçĕпе, психологпа, нумерологпа, çыравçăпа Сергей Кузнецовпа (Патшинпа) тĕл пулу иртрĕ. Унта «Чувашия, Россия и Мир в сакральной геометрии» кĕнекен презентацийĕ пулчĕ. Тĕл пулăва килнисем авторпа пĕрле сăнарсемпе символсен, паллăсен тĕнчине тишкерчĕç.

Мероприятире Сергей Николаевич цифрăсем çын пурнăçĕпе шăпи çинчен каласа пама пултарнине палăртрĕ. Вăл библиотекăна хăй алă пуснă кĕнекисене парнелерĕ. Элĕкри тĕп библиотека Сергей Кузнецов  çинчен слайд-презентаци хатĕрленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2014
14:35
Поделиться