Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбилей ячĕпе - ăшă сăмахсем

Вырăс Сурăм ялĕнче пурăнакан Александра Митрофанова 90 çул тултарчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Никитина çак сумлă юбилей ячĕпе саламларĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Лидия Михайловна юбиляра çирĕп сывлăх, телей сунчĕ. Ытти хăнасем те ăна ăшă сăмахсем каларĕç.

Александра Леонтьевна 1924 çулта Шупашкар районĕнче çуралнă. Вăл Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн направленипе Вырăс Сурăм шкулне вĕрентме килнĕ. Унта 1992 çулччен ачасене пĕлÿ панă. Хĕрĕ Анжелика Николаевна та амăшĕн çулĕпе кайнă, Шупашкарта  биологипе хими урокĕсене ертсе пырать. Александра Леонтьевнăна виçĕ мăнукĕпе пилĕк кĕçĕн мăнукĕ пурăнма хавхалантараççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 декабря 2014
15:31
Поделиться